Событие31 января 2020

Шупашкар арçыннине Андрей Малахов патне чĕннĕ

«Хыпар». Ежедневная чувашская республиканская газета, выходящая на чувашском языке. «Шупашкар арçыннине Андрей Малахов патне чĕннĕ» («Чебоксарца пригласили к Андрею Малахову»). Выпуск 31.01.2020

«Хыпар». Ежедневная чувашская республиканская газета, выходящая на чувашском языке.
«Шупашкар арçыннине Андрей Малахов патне чĕннĕ» («Чебоксарца пригласили к Андрею Малахову»). Выпуск 31.01.2020

«…Андрей Малаховăн кăларăмĕнчен. Сирĕн пирки сайтра вуларăм, эсир Шупашкартан пулнине пĕлтĕм. Çапла-и? Программа хатĕрлетпĕр. Ыран ÿкеретпĕр. Эпир билет туянсан Мускава çитеетĕр-и?» — çакнашкал шăнкăрав йышăннă Роман Родионов. Арçын — ырă тăвакансен Шупашкарти обществин ертÿçи.

Мĕн тетĕр? Роман Михайлович 2 çеккунт шухăшланă та килĕшнĕ. Шупашкарта пурăнакан тепĕр хастар тупма ыйтнă. Общество ертÿçи Аркадий Мотякина аса илнĕ. Вăл экологие сыхласа хăварассишĕн тăрăшать. Роман Родионов ăна Мускава чĕннĕ те.

Çĕршывăмăрăн тĕп хулине пуйăспа çитнĕ. Шупашкара самолетпа вĕçсе таврăннă. Ку таранччен ырă тăвакансен Шупашкарти обществине федераци каналĕнче кăтартман-ха. Передачăра вĕсен ĕçне асăнса хăварни те пысăк ÿсĕм тесе шухăшлать Роман Родионов. Общество ĕçĕпе Контактри @chebdobro ушкăнра вуласа пĕлме пулать.

Пирĕн справка: Ача-пăча интернатĕнче пулнă хыççăн Роман Родионов ыр кăмăллăх ушкăнĕ йĕркелес шухăш çуралнă. Унта пурăнакансен тумтир, атă-пушмак пулман. Арçын вĕсене укçа тăкакламасăрах пулăшма шут тытнă. Обществăра волонтерсен йышне палăртмаççĕ. Вĕсем питĕ нумай. Пĕри çăмăл автомашинăпа япала кÿрсе килет, тепри тумтире уйăрма пулăшать. «Хыпар» издательство çурчĕн ĕçченĕсем те «Япала ахалех паратпăр» акци пуçарса обществăна пулăшу кÿнĕ.

http://hypar.ru/cv/shupashkar-arcynnine-andrey-malahov-patne-chenne

Ольга КАЛИТОВА. «Контактри» сăн ÿкерчĕк.

Событие21 июня 2026

Волонтерство — долг или призвание

Настоящая легенда – это любой человек. Это МЫ сами. Только МЫ и никто другой создаем свое будущее. Известными могут стать самые обычные люди, и вы в их числе! Итак, о ком мы говорим сегодня?

Событие4 сентября 2025

«Набат в Чувашии». Газета Чувашской республиканской организации КПРФ.

"Родионов Роман Михайлович. Кандидат в депутаты Чебоксарского городского Собрания депутатов восьмого созыва по одномандатному избирательному округу №21. Возглавляю группу партийного списка по одномандатным округам №20 и №21.". Выпуск №6 (52) от 4.09.2025.

Событие21 июня 2025

ЧЕБДОБРО победитель конкурса «Мой добрый бизнес» в номинации «Доброе содействие».

Руководитель «ЧЕБДОБРО» победитель конкурса лучших социальных предпринимательских проектов «Мой добрый бизнес». Проект "ЧЕБДОБРО - территория поддержки и помощи ближнему" признан лучшим в номинации «Доброе содействие».